Методическая разработка на тему: «Янăра чăваш чĕлхи…»

 

Методическая разработка учителя чувашского языка Филипповой Ирины Петровны на тему: «Янăра чăваш чĕлхи…»

1.Чăваш алфавитĕнче миçе сас палли?

2.Чăваш алфавитне кам хатĕрленĕ?

3.Ҫулталăк хушши (çулталăкăн хăш вăхăтне сăнланă?)

 

Шурă юр ирĕлет,

Ҫеçен хир чĕрĕлет,

Ешĕл курăк ÿсет…

Вăл хăçан пулать-ши?

 

Хĕвел хытă хĕртет,

Ашă çил вĕркелет,

Сар ыраш çитĕнет…

Вăл хăçан пулать-ши?

 

Хир илемĕ каять,

Сĕм вăрман çаралать.

Пĕрмай çумăр çăвать…

Вăл хăçан пулать-ши?

 

Хирсенче юр анчах,

Ҫырмара пăр анчах,

Сивĕтет аванах…

Вăл хăçан пулать-ши?

 

4.Сăмахсене виçӗ ушкăна пайлăр :

 

1)Пахча çимĕçĕ 2)Ҫемье 3) Йывăç

 

анне вĕрене пичче

йăмăк кукаçи асанне

хурăн пилеш кăшман

купăста шăллăм юман

кишĕр çĕр улми ывăл

 

5.Тĕрĕс куçар

 

тунти кун среда

виçĕм кун в этом году

ыран в прошлом году

юн кун понедельник

кăçал сегодня

пĕлтĕр позавчера

ĕнер завтра

паян вчера

 

6.Мăшăрне туп :

 

сарă сухан

хĕрлĕ кулач

шурă помидор

йÿçĕ хĕвел

 

7.Ӑçта ь палли çырмалла?

 

юрлат… сикет…

парнелет… тĕрлет…

вылят… çиет…

çырат… вĕренет…

ташлат… кулат…

 

 

8.Хисепсене тĕрĕс кала:

 

19; 25; 33; 56; 88; 91; 1000; 1920; 2014.

 

9.Ҫемье темăпа сăмахсене шыраса туп :

 

а..е а..а

а..е а….е

а….е ш….м

п…е к…а

 

10.Сăвă конкурсĕ.

 

11.Ҫулталăк паллине кăтартакан предложенисене тупăр.

 

1).Ҫуркунне 3).Ҫулла

2).Кĕркунне 4).Хĕлле

а).Ҫумăр час-часах çăвать.

а).Йывăçсем çулçă кăлараççĕ.

б).Хĕвел хĕртсе пăхать.

в).Ҫырласем пиçсе çитеççĕ.

г).Лапка-лапка юр çăвать.

д).Кайăксем кăнтăра вĕçсе каяççĕ.

 

12.Антонимсене тупăр:

 

шурă йÿçĕ

каçхине хытă

пылак хура

çемçе кĕçĕн

аслă ирхине

 

13.Хальхи вăхăтри предложенине шыраса туп :

 

Кĕрхи вăрман саралать.

 

Кайăксем ăшă енне вĕçсе кайрĕç.

 

Часах хĕл çитĕ.

 

Кролик çăмĕнчен алсиш çыхса парĕç.

 

 

14.Кайăк ячĕсене чăвашла куçар:

 

ласточка,сорока,воробей,

 

голубь,грач,ворона,синица,снегирь.

 

15.7 тискер чĕрчун ,7 килти чĕрчун ятне кала.

 

16.Ҫак ваттисен сăмахĕсене ăнлантарăр:

 

çăкăртан асли çук.

 

çăкăр –тăвар хире-хирĕç.

 

çăкăр-пурнăç тĕрекĕ.

 

17.Чăваш Республикин тĕп хули мĕн ятлă? Символĕсене калăр.

 

18. Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ мĕнле кун? Яковлев палăкĕ ăçта вырнаçнă?

 

19.Кам вăл К.В.Иванов? Эсир ун палăкне ăçта курнă?

 

20.Чăваш драма театрĕ кам ячĕпе хисепленет?

Комментирование закрыто.