Чăваш чĕлхипе литература эрни «Ан сӳнтĕр Иван Яковлевич Яковлев халалĕ»
Ака уйăхĕн 15-мĕшенчен пуҫласа 25-мĕшĕччен пирĕн шкулта чăваш чĕлхипе литература эрни иртрĕ.
Ҫак хушăра чăваш тата ют чĕлхе вĕрентекенсĕм уҫă уроксем кăтартрĕҫ тата класс тулашĕнчи тĕрлĕ ĕҫсем туса ирттерчĕҫ. И.Я. Яковлев 165 ҫул тултарнине халаласа Петрова Валентина Николаевна 3-мĕш класра «Ан сӳнтĕр И. Я. Яковлев халалĕ» урок КВН ирттерчĕ. Ачасем урокра тăрăшса ĕҫлерĕҫ, хăйсен пĕлĕвĕсене ҫӳллĕ шайра кăтартрĕҫ. Ҫавăн пекех Валентина Николаевна 3-мĕш класра «Транспорт» темăпа уҫă урок пачĕ.
10-мĕш класс вĕренекенесем эрне тăршшĕпех ытти классене И.Я. Яковлев пурнăҫĕпе пултарулăхне халаланă презентаципе паллаштарчĕҫ.
Алексеева Людмила Олеговна 9-мĕш класра «Чăваш театрĕ тата унăн паллă артисчĕсем» уҫă урок ирттерчĕ. Урок валли ачасем пуян материал хатĕрленĕ. Театрта ĕҫлекн артистсем ҫинчен интереслĕ те усăллă презентацисем туса килнĕ. Урок питĕ пысăк шайра иртрĕ. Ачасем урокра хăйсем те тĕрлĕ рольсем вылярĕҫ, кроссвордсем шутларĕҫ, тĕрлĕ этюдсем кăтартрĕҫ. Урок пурне те питĕ килĕшрĕ. Ытти вĕрентекенсем те уҫă уроксем пачĕҫ: Филиппова Ирирна Петровна «Таврари кайăк-кĕшĕксем» тата «Пултăм хăнара тĕрлĕ ҫĕршывра», Столярова Валентина Константиновна «По страницам истории Великобритании» тата «Страна изучаемого языка» 9-мĕш класра «Урок-викторина» ирттерчĕ.
Ют чĕлхене вĕрентекен Чекалова Оксана Анатольевна 2-мĕш класра ҫав тери интереслĕ «Венди любит плавать» ятлă уҫă урок пачĕ.
Эрне хушшинче илемлĕ вулавҫăсен конкурсĕ пулса иртрĕ.
Малти вырăнсене ҫак ачасем ҫĕнсе илчĕҫ:
- Александрова Ольга — 1-мĕш класс;
- Порфирьева Алена — — 2-мĕш класс;
- Катькина Катя — 2-мĕш класс;
- Еремеев Паша — 3-мĕш класс;
- Петрова Даша — 3-мĕш класс;
- Петрова Карина — 6-мĕш класс;
- Харитонова Диана — 8-мĕш класс;
- Еремеева Настя — 9-мĕш класс;
Ҫĕнтерӳҫĕсене хисеп хучĕсем парса саламларăмăр. Чи пултаруллисем шкул сцени ҫине тухрĕҫ.
Ака уйăхĕн 25-мĕшенче эпир ҫĕнтерӳҫĕсемпе И.Я. Яковлев палăкĕ умĕнче иртнĕ уява хутшăнтăмăр.
Чăваш чĕлхипе литература эрни тухăҫлă та усăллă иртрĕ.