A A A Ц Ц Ц Ц

ШРИФТ:

Arial Times New Roman

ИНТЕРВАЛ:

х1 х1.5 х2

ИЗОБРАЖЕНИЯ:

Черно-белые Цветные
Лого СОШ 23

МБОУ "Средняя общеобразовательная школа № 23" г. Чебоксары

МЕНЮ

Методическая разработка на тему: «Çуркунне»

11 03 2022
116

Методическая разработка учителя чувашского языка Петровой Валентины Николаевны
1. Класа йĕркелесе ярасси.
— Ырă кун пултăр, ачасем.
— Ырă кун пултăр, Валентина Николаевна.
— Сирĕн кăмăлсем мĕнле?
— Лайăх
— Çĕнĕ кун пуçланать, атьăр пĕр –пĕрин çине пăхса кулă парнелер. Халĕ хăнасем çине пăхса сывлăх сунатпăр, вĕсене те ăшă кулă парнелетпĕр.
— Ырă кун пултăр, хăнасем.
— Ачасем, шăппăн ларăр.
Шăнкăрав сасси янрарĕ.
Урока пире васкатрĕ.
Парта хушшине ларатăп.
Урана эп тăп пусатăп.
Çурăма йăрăс тытатăп.
Аллăма тĕрĕс хуратăп
Тимлĕ итлесе ларатăп.

-Тÿрĕ ларатпăр, шавламастпăр. Ачасем, ан хумханăр, лăпкă пулăр, пĕр –пĕрне ăнланса, тухăçлă ĕçлеме ăнăçу сунатăп сире.
Ачасем, паян класра кам дежурнăй?

2.Дежурнăя итлесси.
-Паян класра эпĕ дежурнăй.Эпĕ …. ятлă. (Слайд) Паян пуш уйăхĕн 14 –мĕшĕ. Ытлари кун. Ушкăнра паян пурте пур.
— Тавтапуç.Ларăр –ха.

3. Фонозарядка
— Чăваш чĕлхи çепĕç те илемлĕ чĕлхе. Чăвашла тĕрĕс те илемлĕ калаçас тесен, чĕлхе – çăвара хатĕрлемелле. Доска çинчи çак сăвă йĕркисене ман хыççăн вуласа пыратпăр.
Слайдсем.
1.Шурă юр ирĕлет,
Çеçенхир чĕрĕлет,
Ешĕл курăк ÿсет….
Вăл хăçан пулать –ши?

2. Сарă çулçă ÿкет,
Сĕм вăрман çаралать,
Пĕрмай çумăр çăвать…
Вăл хăçан пулать –ши?

3. Хирсенче юр анчах,
Çырмара пăр анчах,
Сивĕтет аванах..
Вăл хăçан пулать –ши?

4.Хĕвел хытă хĕртет,
Ăшă çил вĕркелет,
Çырла хăвăрт пиçет..
Вăл хăçан пулать –ши?

-Халĕ ,ачасем, çак сăвва ретсемпе вулатпăр:
(1рет -1 сăвва, 2- мĕш рет -2 сăввине , 3 рет -3сăвва, 4 сăввине –пурте пĕрле)
— Ачасем, асăрхарăр пулĕ, ку сăвăра чĕлхене хăнăхтармалли йĕркесем çеç мар, çавăн пекех ыйтусем те пур.
Атьăр –ха хуравлар вĕсем çине?
( ачасем вулаççĕ,хуравлаççĕ)

4 Темана палартасси:
-Кам тавçăрса илчĕ, мĕн çинчен калаçатпăр- ши ?
(ачасен хуравĕ: çуркунне , кĕркунне ,хĕлле , çулла çинчен)
— Тĕрĕс ,ачасем. Çуркунне , кĕркунне, хĕлле, çулла – пĕр сăмахпа мĕнле калама пулать –ши?
— Çулталăк вăхăчĕсем.
— Маттур! Ачасем ,ç/вăхăчĕ темăпа эпир халиччен калаçнă –и?
— Калаçнă.
— Ку тема сирĕншĕн çĕнĕ –и?
— Çук.
— Апла пулсан çак темăна мĕн тăватпăр?
-Аса илетпĕр.
-Паянхи урок теми (ачасем калаççĕ) Çулталăк вăхăчĕсем.
-Паян вара çак темăна çĕнĕрен аса илсе çирĕплетсе хăваратпăр.
Ачасем, тетрадьсене уçăр –ха. Паянхи темăна, числона çыратпăр.
Пуш уйăхĕн 14- мĕшĕ.
Тема: çулталăк вăхăчĕсем.
— Кашни çулталăк вăхăчĕ хăйне май илемлĕ. Пĕрне çулла, теприне-хĕлле кăмăла каять, виççĕмĕшĕ вара çуркуннене юратать, тăваттăмĕшĕ кĕркуннене кăмăллать.

5 Киле панă ĕçе тĕрĕслесси.
— Сирĕн киле ĕç хăвăра килĕшекен юратнă çулталăк вăхăчĕ çинчен тĕрлĕ ĕç хатĕрлесе килмелле пулнă: кам диалог, кам калав, кам тупмалли юмахсем, кам ыйтусем хатĕрлесе килмелле пулнă. Пурте хатĕр –и урока? Кам тухса калаçас тет. Тархасшăн, халĕ сире сăмах.

— Эпĕ «Çулталăк вăхăчĕсемпе» ыйтусем хатĕрлесе килтĕм.
1. Юр çăвать,çанталăк сивĕ.Ку хăçан пулать? (хĕлле)
2. Çанталăк ăшă, хĕвел хĕртсе пăхать,чечексем тухаççĕ,çырласем пиçеççĕ. Ку хăçан пулать?.
3. Йывăç çулçисем сарă, хĕрлĕ тĕслĕ,пĕрмай çумăр çăвать.Ку хăçан пулать?
4. Çуркунне пирĕн пата мĕнле кайăксем вĕçсе килеççĕ?
5. Ачасем хĕлле мĕнпе ярăнаççĕ?
6. Çулталăкра миçе вăхăт?
7. Ачасем хăçан шыва кĕреççĕ,хĕвел çинче хĕртĕнеççĕ?
8. Ачасем хăш вăхăтра шкула кайма пуçлăççĕ?
9. Çынсем хăçан пахча çимĕç пуçтараççĕ?
10. Кайăксем хăçан ăшă енне вĕçсе каяççĕ?

— Маттур, …питĕ лайăх ыйтусем хатĕрленĕ эсĕ.
Тата кам вуласа парасшăн хăйĕн ĕçне?

Çулла. Манăн юратнă çулталăк вăхăчĕ — çулла.Вĕренÿ çулĕ вĕçленсенех асатте ялне васкарăм. Унта мана асаттепе асанне, çывăх туссем кĕтеççĕ. Асатте патĕнче икĕ уйăх пурăнтăм, ăна кашни кун пулăшрăм: пахча çимĕç шăвартăм, йăрансем çумларăм, пулла çÿрерĕмĕр, утă тавăртăм, пуçтарма пулăшрăм. Асаннепе пĕрле ĕнене, сурăхсене пăхрăм, çурта тирпейлерĕм. Пушă вăхăтра ăшă кунсенче шыва кĕтĕм, хĕвел çинче хĕртĕнтĕм, çырла пуçтартăм, туссемпе урамра уçăлса çÿрерĕм, кĕнеке вуларăм.
Çут çанталăк илемĕпе, кайăксен илемлĕ юррипе килентĕм, велосипедпа ярăнтăм, футболла , волейболла вылярăм. Сывлăха çирĕплетрĕм. Çуллахи каникула усăллă та хаваслă ирттертĕм.

Эсĕ те …. маттур.Тĕплĕ хатĕрленнĕ урока. Кун пек лайăх ĕçсем чуна савăнтараççĕ.

Диалог (Дианăпа Володя)
-Ырă кун пултăр,…..
-Ырă кун пултăр….
-Сана хăш çулталăк вăхăчĕ килĕшет?
-Мана çуркунне килĕшет
-Сана мĕнле çулталăк вăхăчĕ килĕшет?
-Мана кĕркунне килĕшет.
-Тата сана мĕншĕн çуркунне мĕншĕн килĕшет?
-Çуркунне манăн çуралнă кун,çут çанталăк чĕрĕлет,кайăксем ăшă енчен вĕçсе килеççĕ,хĕвел ăшăтса пăхать.Йывăç çулçисем саралаççĕ.
-Сана кĕркунне тата мĕншĕн килĕшет?
-Кĕркунне мана тĕрлĕ тĕспе илĕртет. Уйрăмах вăрманта илемлĕ
Çăка,хурăн,вĕрене çулçисем сарă.Юман çулçи хăмăр.Хырпа чăрăш симĕс,эпĕ вăрманта кăмпа пуçтарма юрататăп.Уçă сывлăшпа сывлатăп,шăплăха итлетĕп. Кĕркунне пахча çимĕçпе пуян.Кĕрхи кун çулталăк тăрантарать теççĕ.
— Сывă пул……
-Сывă пул…

-Ачасем, маттур лайăх хатĕрленсе килнĕ.
Ой, такам алăка шаккать. -Кам шаккать –ши? Тухса пăхас –ха. Ачасем, çыру парса хăварчĕç. Вулар –ха.
(Çыру)
«Сывлăх сунатăп 5 –мĕш классем. Эпĕ Çулталăк Мучи. Эсир маттур ачасем. Урокра тăрăшса ĕçлетĕр. Манăн, эсир çулталăк вăхăчĕсем çинчен мĕн пĕлнине курас килет. Çавăнпа та эпĕ сире проект ĕçĕ çырма ыйтатăп. Эсир лайăх ĕçлесен эпĕ сире ханана чĕнетĕп, сирĕн пата тухатăп. Сирĕнпе тĕрлĕ ĕçсем тăвăпăр, вăйăсем вылăпăр.
Салампа Çулталăк Мучи.»

— Ну, ачасем, Çулталăк Мучи хушнине пурнăçлар –и? Халĕ вара ĕçе пикенер. Мĕн тумалла –ха сирĕн.?
— Проект

— Туслăхра вăй теççĕ. Ушкăнпа ĕç хăвăртрах пулать. Ушкăнпа ĕçлер пĕр–пĕрне пÿлăшса, итлесе.
Эпĕ сире «Çулталăк вăхăчĕсемпе» хутсем салатса паратăп. Кашни ушкăн 2 минут хушши темăпа çыхăннă предложенисем çырать. Предложенисене тĕрĕс çырма тăрăшăр. Кайран хăвăр хут листине тепĕр ушкăнпа улăштармалла пулать, тепĕр ушкăнăн тата хушса çырмалла пулать. Текстра пĕр пек предложенисем ан çырăр. Хут листисем çаврăнса çитсен. Кашни ушкăн хăйĕн ĕçне хÿтĕлет.
(ачасем ĕçлеççĕ)
-Хăш ушкăнĕ пĕрремĕш тухса калаçма хатĕр. (1 мин 5-6 предл.)
1- мĕш ушкăн тухса калаçать.

Кĕркунне. Кĕркунне илемлĕ вăхăт. Хурăн илемлĕ кĕпине тăхăнчĕ. Кĕркунне пуян ,сап –сарă тумлă.Хĕвеллĕ çанталăкра сарă, хĕрлĕ çулçăсем тăкăнаççĕ.Вăрман çаралсах пырать. Йĕри -тавра çулçă сапаланса выртать. Кайăксем ăшă енне вĕçсе каяççĕ. Сивĕ çумăр час –часах çăвать. Хĕвел сайра пăха пуçларĕ. Кунсем кĕскелеççĕ. Часах хĕл ларать.

— 2 –мĕш ушкăн тухса калаçать.

Хĕлле. Хĕл ыйхăра. Çанталăк сивĕ, йывăçсем çара. Шап –шурă кăпăшка юр çăвать. Сивĕ кунсенче те çил –тăман пĕлĕте хуплать, ахăрать, алхасать. Ăшă кунсенче тăвайккинчен çунашкапа ,йĕлтĕрпе ярăнатпăр, юр кĕлетке тăватпăр, хоккейла вылятпăр.

-3 -мĕш ушкăн тухса калаçать.

Çулла. Çу çитрĕ. Хĕвел хĕтсе пăхăть. Кăнтăрла шăрăх. Аслисене пулăшатăп. Пахчара ĕçлетпĕр, çум çумлатпăр, шăваратпăр, кăпкалататпăр. Ĕçрен пушаннă вăхăтра шыва кĕретпĕр, хĕвел çинче хĕртĕнетпĕр, сывлăха çирĕплететпĕр. Вăрмана çырлана çÿретпĕр.

— Эсир çулталăк вăхăчĕсене аван пĕлетĕр тесе шутлатăп. Мĕнле çулталăк вăхăтне аса илмерĕмĕр?
— çуркуннене
— Çуркуннене кÿрентерер мар пуль? Çуркуннене мĕнле паллисене пĕлетĕр?

Кластер
Кайăксем юрлаççĕ, юр ирĕлет, шыв юхать, хĕвел пăхать, çут çанталăк чĕрĕлет, чечксем тухаççĕ, лĕпĕшсем вĕçеççĕ, кун тăршшĕ вăрăмланать, çеçен хир ешерет….

-Çитет ачасем аван пĕлетĕр. Эпир сирĕнпе Çулталăк мучи хушнă ĕçсене турăмăр. Çапла вĕт, ачасем? Апла пулсан ун патне хăнана каяр.

Çул çуреве каясси (экскурсии)
(Экран синче видео «Çулталăк вăхăчĕсем»)

(Алăкран шаккаççĕ. Çулталăк Мучи кĕрет.)
-Сывлăх сунатăп ачасем. Эсир аван ĕçлерĕр, эпĕ кăмăллă сирĕнпе. Сире çулталăк вăхăчĕсем килĕшрĕç-и? Эпĕ сире валли тĕрлĕ ĕçсем илсе килтĕм. Ачасем, пăхăр –ха.

Грамматикăпа ĕслесси:
1ĕç — Ĕçе пĕлтерекен сăмахсене мĕнлĕ пуплев пайĕ теççĕ?
-Глагол.
— Маттур, маттур! Хале вара çак кластерти ĕçе пĕлтерекен сăмахсене тупăр-ха?

(-юрлаççĕ, ирĕлет, юхать, пăхать, чĕрĕлет, тухаççĕ, вĕçеççĕ, вăрăмланать, ешерет….)

— Çапла, çак глаголсем хăш вăхăтра-ши?
(Экран çинче хальхи вăхăт таблици)
(слайд)
-Ачасем ирĕлет сăмаха пурте пĕрле сăпатлар-ха.

— Халĕ вара эсир тетрадьсем çине çырса слайдсем çинчи глаголсене хальхи вăхăтра сăпатлар.

(Тетрадь çинче ĕçлетпĕр (взаимопроверка)
Вула –вулатăп (Эпĕ)
çыр —
пурăн-
вĕрен –

пулăш- пулăшатăн (эсĕ)
ĕçле —
итле —
ыйт –

Юрла- юрлать (Вăл)
сик —
чуп —
лар —

— Çулталăк Мучи сирĕнпе вăйă вылясшăн. Cирĕн глаголсене тĕслĕхре панă пек улăштармалла. Мĕнле çулталăк вăхăчĕ пулнине каламалла.

Кун вăрăмланать – Кунсем вăрăмланаççĕ.
Çĕр кĕскелет
Кайăк вĕçсе килет
Йывăç çулçă кăларать.
Пĕрремĕш сарă чечек тухать
Кайăк вĕçсе каять
Çулçă тăкăнать
Ача ярăнать

Кану саманчĕ.
Енчен те эпĕ çуллахи пулăмсене каласан –(ишетĕр) Çырла пуçтаратăп,чечек шăваратăп,утă пуçтаратăп ,пулла çÿретĕп
хĕллехи пулăмсене каласан-( (вĕçетпĕр) -çунашкапа ярăнатăп,конькипе ярăнатăп,юр кĕлетке тăватăп, тăвайккинчен ярăнатăп,çулçă тăкăнать
кĕркуннехи пулăмсене каласан- (чупатăр) çулçă тăкăнать,сивĕ çумăр çăвать,кайăксем кăнтăра вĕçеççĕ çуркуннехи пулăмсене каласан (алă çупатăр)хĕвел пăхать ,юр ирĕлет,чечексем тухаççĕ,кайăксем вĕçсе килеççĕ.?
Хĕле ăсататăп та- Хуçа пулатăп:Çут çанталăка ыйхăран вăрататăп.

Тест
— Ачасем, ĕлĕк çынсен компьютер та, телевизор та пулман, ватă çынсем çут çанталăка, çулталăк вăхăчĕсене сăнаса нумай ăслă сăмахсем калама пултарнă. Сирĕн умра тепĕр ĕç, сирĕн çак ваттисен сăмахĕсен тепер пайне тупмалла.

1. Кайăксем килмесĕр а) сивĕ пуçтарать
2. Кĕркунне ула курак ă) хĕлле сивĕ пулать
3. Ăшăх кÿлĕ çÿлла ăшă, б) тутă кун
4. Кĕрхи кун- в) çу салатать
5. Хĕл пуçтарать г) та пуян
6. Ăшă салатать д) çуркунне пулмасть

— Маттур, ачасем эсир çак ваттисен сăмахĕсене ăнлантăр-и? Халĕ эпĕ вырăсла калатăп, эсир вара чăвашла предложенисене тупса вулатăр.
1. Осенью и ворона богата
2.Тепло разбросает,холод собирает.
3.Весна не наступит, пока птицы не прилетят
4. Вода в мелком озере летом теплая, зимой холодная.
5. Зима прибирает,лето разбросает.
6. Осенний день сытый день

— Илемлĕ те тулăх та кĕрхи кунсем. Вĕсем халăха тĕрлĕ çимĕç парнелеççĕ. Çавăнпа халăхра çак вăхăта «Кĕр мăнтăрĕ» тесе хисеплеççĕĕ Ваттисем çапла каланă: Кĕркунне ула курак та пуян, е кĕрхи кун — тутă кун.
Ачасем, пăхăр-ха экран çине, сирĕн çак сыпăксенчен ваттисем çулталăк вăхăтне сăнаса каланă предложенине пуçтармалла.

 

 

 

 

 

 

 

 

Хĕл тăманлă пулсан, çу çумăрлă пулать.
Рефлекси.

— Ачасем, çулталăк мучи темшĕн салхуллă. Вăл хĕлле килнĕ те йывăç –курăка, чĕр чунсене шăнтса лартнă тет. Йывăç курăксем ирĕлччĕр тесен пирĕн сирĕнпе пĕр-пĕрне ырă та ăшă сăмахсем каламалла тет. Вара тин хĕл çуркуннене çул парать, вара пирĕн пата чăн-чăн çуркунне çитĕ. Çулталăк мучине пулăшар-и? Пĕр-пĕрне ырлар-и, ăшă сăмахсем калар-и? Эпĕ пуçлатăп. …., эсĕ паян урокра питĕ тăрăшса ĕçлерĕн, эсĕ ăслă ача. Халĕ вара эсĕ кама та пулин ырă сăмахсем кала.
(Ачасем пĕр-пĕрне ырлаççĕ, слайд çинче улшăнусем пулса пыраççĕ)

 

 

 

 

 

Урокри ĕçе тишкермелли
Тата хакламалли таблица

№ Урокри ĕçе тĕрлĕ тишкерни Ĕçе хаклани

1.
Урок материалне пулчĕ.
Çăмăл /йывăр

2

Урок материалне эпĕ….,

Пĕтĕмпех ăнлантăм,
Ыттисене пулăшма хатĕр
Пĕтĕмпех ăнлантăм,
Кăштах ăнлантăм
Пачах ăнланмарăм

 

3. Урокра эпĕ……ĕçлерĕм Хастаррăн/сÿрĕккĕн
4. Урокра эпĕ….., Ывăнмарăм
Кăштах ывăнтăм
Питĕ ывăнтăм
5. Урокра хамăн ĕçпе эпĕ…, Кăмăллă/кăмăлсăр
6. Урокри ĕçшĕн хама « «паллă лартатăп 5/4/3/2

Урокри ĕçе тишкермелли
Тата хакламалли таблица

№ Урокри ĕçе тĕрлĕ тишкерни Ĕçе хаклани

1.
Урок материалне пулчĕ.
Çăмăл /йывăр

2

Урок материалне эпĕ….,

Пĕтĕмпех ăнлантăм,
Ыттисене пулăшма хатĕр
Пĕтĕмпех ăнлантăм,
Кăштах ăнлантăм
Пачах ăнланмарăм

 

3. Урокра эпĕ……ĕçлерĕм Хастаррăн/сÿрĕккĕн
4. Урокра эпĕ….., Ывăнмарăм
Кăштах ывăнтăм
Питĕ ывăнтăм
5. Урокра хамăн ĕçпе эпĕ…, Кăмăллă/кăмăлсăр
6. Урокри ĕçшĕн хама « «паллă лартатăп 5/4/3/2

 

Разговоры о важном
Уроки мужества
Аккредитационный мониторинг
Каникулы в безопасности
Профориентация
Новый год - 2024
Навигаторы детства
Наставничество
Капитальный ремонт
Школьное научное объединение учащихся
Старт заявочной кампании в детский лагерь
Уполномоченный по правам человека
Лето - 2023
Месячник оборонно-массовой и спортивной работы
Прием в школу
Школьный театр "Сказочная мозаика"
Школьный музей
Школьное СМИ
2023 - Год счастливого детства
Безопасность образовательного учреждения
Проектория
Дистанционное обучение
Воспитание
Школьный спортивный клуб "Прорыв"
Любимый город - Чебоксары
Прием в 10 класс
Всероссийская олимпиада школьников (ВСОШ)
Государственная итоговая аттестация (ГИА)
Детское школьное объединение "Позитив"
Методическая работа
Здоровый образ жизни (ЗОЖ)
Информация для родителей
Безопасность дорожного движения (ПДД)
Школа безопасности
Модернизация общего образования
Аттестация педагогических кадров
Профсоюз
Пушкинская карта
Противодействие коррупции
Федеральный список экстремистских материалов
Национальный проект "Образование"
© 2024 - МБОУ "Средняя общеобразовательная школа № 23" г. Чебоксары